Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лайӑх хӗрача - ТИН ушкӑн

Авторсем: Николай Казаков, Борис Чиндыков

Хурӑн тӑрри, хурӑн тӑрри силленет.
Хула енчен шухӑ ҫил вӗрет.
Кӑмӑл туйӑм чӗтренет,
Чун-чӗре сиксе вӗрет.

Хушса юрламалли:
Эс ан хуйхӑр ҫамрӑк каччӑ, о-о-о-о-о
Эс ан тулхӑр, ҫамрӑк каччӑ, о-о-о-о-о
Санӑн савни хулара, а-а-а
Чи сӑпайлӑ хӗрача, а-а-а
Чи сӑпайлӑ, чи именчӗк, чи вӑтанчӑк,
Чи илемлӗ, чи асамлӑ, илӗртӳллӗ.
Юмахри пек тӗлӗнтермӗш лайӑх хӗрача,
Чи сӑпайлӑ, чи именчӗк, лайӑх хӗрача,
Чи вӑтанчӑк, чи асамлӑ, лайӑх хӗрача,
Юмахри пек тӗлӗнтермӗш лайӑх хӗрача.

Хули питӗ пысӑк ҫав, пысӑк ҫав.
Хули питӗ хитре ҫав, хитре ҫав.
Ман именчӗк савнинне
Ҫавӑрать пуль ҫав пуҫне.

Хурӑн тӑрри, ан силен, ан силен.
Шухӑ ҫилӗ, ан ҫиллен, ан ҫиллен.
Санӑн савни хулара
Чи сӑпайлӑ хӗрача.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-13 01:16:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3027 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем